
Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.
Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.
Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ.

Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, режиссер тата «Мумук» рольне калӑпланӑ Валерий Иовлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки унӑн хӗрӗ Наталья Иовлева «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ Валерий Иовлевпа сывпуллашас текенсен ыран, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫурта 13 сехет валли пымалла.
Валерий Васильевич 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1970-1990 ҫулсенче Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, вун-вун роле калӑпланӑ. Чылай ача ӑна «Чӑваш Ен» ПТРКпа пынӑ кӑларӑмри Мумук пек астӑвать.

Чӳк уйӑхӗн 11-20-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи халӑхсен наци драматургине анлӑлатас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех форум пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшӗ.
Унта Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи профессионал ҫамрӑксен театрӗсем хутшӑнма пултарӗҫ. Форумпа килӗшӳллӗн ача-пӑча наци драматургин пӗтӗм тӗнчери «От чистого истока в прекрасное далеко» лабораторийӗ, наци ҫамрӑксен театрӗсен Пӗтӗм тӗнчери «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртӗ.
Форумра ӑсталӑх класӗсем те пулӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарти театр форумӗ РФ Культура министерстви, ЧР Культура министерстви пулӑшнипе иртӗ.

Ӗнер «Чӗнтӗрлӑ чаршав» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта мӗнле спектакльсем хутшӑнасси пирки унччен хыпарланӑччӗ.
«Чи лайӑх спектакль» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балечӗ ҫӗнтернӗ. Постановка ташӑҫи Алексей Рюмин арҫын рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн чыса тивӗҫнӗ, Андрей Галкин «Спектакле юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗшӗн» номинацире палӑрнӑ.
«Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире «Анисса» спектакльте вылякан Эмилия Назарова (Чӑваш патшалӑх драма театрӗ) мала тухнӑ. Ҫак постановкӑрах Сатай рольне калӑплакан Вячеслав Александров «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире ҫӗнтернӗ.
Чыславра Театр кунне халалласа «Атӑлҫи театрӗ» фестиваль пуҫланасси пирки пӗлтернӗ.

Ыран, пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫак уявра республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна 20-мӗш хут йӗркелӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, республикӑри ултӑ театр малтанхи ҫулхи икӗ премьерӑна конкурса тӑратать: ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ постановкӑсене. Кӑҫал пур театр та икӗ ӗҫ тӑратман. Экспертсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Как Данила счастье искал» юмахне, «Анисса» драмине, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Аленький цветочек» тата «Юратупа курайманлӑх» постановкисене, Пукане театрӗн «Муму» тата «Сказка о рыбаке и рыбке» ӗҫӗсене, Сӑнав театрӗн «И такое бывает» ӗҫне, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балетне, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн «Темные аллеи» постановкине хаклӗҫ. Вӗсем конкурса тӑратнӑ ӗҫсене тӑватӑ кун пӑхнӑ.
Лауреатсене ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чыслӗҫ.

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашнӑ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтерчӗ Тимӗр Акташ журналист.
Ӑсату мероприятийӗнче ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Медведев тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Вӗсен шутӗнче Мари Элӗн наци драма театрӗн ӳнер ертӳҫи Василий Пектеев та пулнӑ, вӑл Иосиф Трера театр рыцарӗ, чӑваш халӑхӗн рыцарӗ тесе хак панӑ.
Иосиф Дмитриев-Трер — паллӑ чӑваш режиссёрӗ, поэчӗ, музыка критикӗ, тӑлмач, актёр. Вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Казахстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Иосиф Дмитриев-Трер режиссерпа, актерпа, сӑвӑҫпа чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.
Аса илтерер, чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын чӳк уйӑхӗн 19-мӗш каҫхине пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унччен вӑл чылай ҫул йывӑр та усал чирпе кӗрешрӗ.
Иосиф Дмитриев-Трер амака пӑхмасӑрах шӳтлеме кӑмӑллатчӗ. Унпа калаҫса курма тӳр килнишӗн нумайӑшӗ хӑпартланать. Пӗчӗк кӑна вырӑнта ӗҫлекен те, хӑйне пуҫлӑх тесе курнӑҫланакан та. Калаҫса тӑранайми ҫынччӗ. Унӑн тавра курӑмӗ, ӑс-тӑнӗ ҫӗр чӑмӑрӗ пекех аслӑччӗ. Ахаль ҫынпа хӑйне ансат тытаканскер пуҫлӑхсен умӗнче пуҫ тайма пӗлменнине кӑҫалхи пӗр интервьюра палӑртнӑччӗ. Мӗн тӑвӑн, ӑслӑ ҫынсем ҫавӑн пек ҫав ӗнтӗ...

Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗнчи ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсет. Паян эпир тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чылай вӑхӑт йывӑр чирпе чирленӗ хыҫҫӑн (сӑмах май, ҫаплипех ӗҫлетчӗ, ҫаплипех ӗҫшӗн ҫунатчӗ, ҫаплипех чӑвашлӑхшӑн кулянатчӗ) Иосиф Дмитриев-Трер куҫне хупнӑ.
Чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын юлашки ҫлсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӗп режиссерта тимлерӗ.
Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларакан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией» интервьюра та вӑл чӑвашлӑхшӑн ҫуннине палӑртнӑччӗ. «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла», — шухӑшпа канӑҫсӑрланнӑ ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫамӑл пултӑр, хисеплӗ ҫыннӑмӑр.

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Максим Горький ҫыравҫӑн «На дне» пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ спектакль лартнӑ. Вӑл 14 сехетре пуҫланнӑ.
Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна вырӑс ҫыравҫи, прозаикӗ тата драматургӗ Максим Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче театра «Алеша Пешков» спектакле куракансем юратса йышӑннӑ. Вырӑс классикӗн «На дне» пьеси те тарӑн шухӑшлине шута илсе суйланӑ та театр.
«На дне» спектакле Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, художникӗ – Лариса Комиссарова, ҫутӑ художникӗ – Александр Щукин, кӗвӗпе музыкальное Федор Алексеев илемлетнӗ.

Кӑҫал ача-пӑча театрӗсене тата сӑнав драма театрне субсиди сахалрах парӗҫ. Анчах вӗсене «Театрсем — ачасем валли» тата «Пӗчӗк хуласен театрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ малашне те уйӑрӗҫ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 300 пин тенкӗ сахалрах илӗҫ. Пӗтӗмпе 3,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Иртнӗ ҫул ку пулӑшӑва Ҫамрӑксен театрӗ тата Пукане театрӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем ку укҫапа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, ҫӗнӗ икӗ постановка сцена ҫине кӑларнӑ. Кӑҫал вара Ҫамрӑксен театрӗ Белянкинӑн «Юрату тата курайманлӑх» спектакльне хатӗрлӗ. Пукане театрӗ вара Тургеневӑн «Муму» спектакльне, Ганапольскаян «Алсиш» постановкине тата Пушкинӑн «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» спектакльне ачасене кӑтартӗ.
Сӑнав драма театре кӑҫал 5,6 миллион тенке тивӗҫӗ. Пӗлтӗр вара ку виҫе ҫур миллион тенке яхӑн ытларах пулнӑ. Кӑҫал театр ачасем валли «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино ҫулҫӳревӗ» спектакль сцена ҫине кӑларӗ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмешкӗн 47 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхинчен 9 миллион тенкӗ ытларах. Ку укҫапа районсенчи 57 культура ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
